«Телей таканĕ» вăйă-конкурс иртрĕ

Асанкасси вăтам шкулĕнче ачасене тăван чĕлхене, культурăна  юратма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Халĕ чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ пырать.

        Чăваш чĕлхи кунне халалласа пиллĕкмĕш классем «Телей таканĕ» вăйă-конкурс ирттерчĕç. «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» темăпа йĕркеленĕ ăмăрту хĕрÿ пычĕ. Чĕлхе, литература, культура ыйтăвĕсене ачасем аван пĕлни палăрчĕ. Вăйăра туслăх çĕнтерчĕ.