Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнǎранпа 100 çул çитрě. Çак ятпа шкулта литература каçне ирттерсе 10-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем вăйă ăмăртăва хутшăнчĕç. Кунта вĕсен сăвăç пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннǎ ыйтусене хуравламалла пулчĕ. Поэт хайлавĕсене пăхмасăр илемлĕ калассипе Кристина Калашникова (10кл.), Настя Волкова (11 кл.), Наташа Храмова (8кл.) палăрчĕç.
Ытларах бал пухса вун пĕрмĕш класс хĕрĕсен ушкăнĕ мала тухрĕ. Литература каçне тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.Н.Чумаковăпа З.Н.Максимова педагогсем нумай тарăшни сая каймарĕ - уяв каçĕ пурне те килĕшрĕ.