Петĕр Хусанкая – 105 çул

         Асанкасси вăтам шкулĕнче Петĕр Хусанкай 105 çул тултарнине паллă турĕç. 10-мĕш класс ачисем унăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, поэтăн сăввисене вуларĕç.

         Пётр Петрович Хусанкай— сăвăç, литературовед, публицист, тăлмач. 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тутарстанри Элкей районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

         Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Варçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен сотрудникĕ пулнă. Вăрçăри хастарлăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтар орденне тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.

         Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăс чĕлхи çинче тухнă. Чикĕ леш енче те нумай кĕнеке тухнă. Чи паллисен шучĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.