|
|
|
Е.Яндрова |
Асанкасси вăтам шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, çемье воспитанийĕн уйрăмлăхĕсем тĕп вырăнта пулчĕç. Шкул ертÿçин сăмахне те пухăва пуçтарăннисем тимлĕ итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Уйрăмах шкул ачисен каçхине урамра, клубра 22 сехетчен çеç пулмалли тавлашусем, сĕнÿсем кăларса тăратрĕ. Вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси те сахал мар ыйту хускатать. С.Г.Абржин участковăй та пуху ĕçне активлă хутшăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе общественность, шкул коллективĕ пĕр чĕлхе тупса ĕçлемеллине палăртса хăварчĕç. Шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕ тата халăх инструменчĕсен ансамблĕ Иван Портнов учитель ертсе пынипе юрă-ташăпа савăнтарчĕç. |