Тăван шкул ытамĕнче

Е.Яндрова

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Асанкасси вăтам шкулĕнче тĕл пулу каçĕ иртет. Кунта тĕрлĕ çулта пĕлÿ пухнисем халĕ аякра пурăннине пăхмасăрах çак уява çитме васкаççĕ. Манăçми ачалăхăн савăнăçлă вăхăчĕ парта хушшинче çывăх юлташсемпе, юратнă учительсемпе иртнине епле манăн!

Кăçал та тăван шул хăйĕн «тĕпренчĕкĕсене» ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ватти-яшшин пĕр-пĕрне каласа памалли, аса илмелли сахалах мар иккен. Нумай çул çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ парса тивĕçлĕ канăва тухнă тата халĕ те çак ĕçрех вăй хуракан Альбина Ивановна Копташкина, Зоя Даниловна Петухова, Зинаида Васильевна Бурмакова тата ытти чылай педагог ача-пăчашăн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех пулнине палăртрĕç хăнасем. Тав сăмахне итлеме пурне те питĕ кăмăллă пулчĕ.

Шкул ачисем директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А. Катмакова ертсе пынипе тĕл пулу каçне тăрăшса хатĕрленнĕ. 11-мĕш класс хĕрĕсем залра ларакансене тĕрлĕ конкурса явăçтарчĕç. Сцена çинче шкул пурнăçĕпе çыхăннă шÿтсем чылай пулни кăмăла татах çĕклерĕ. Оля Васильева, Аня Чижикова вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç.

Асанкасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтернисен ячĕпе «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Николаевич Бахтеров та тухса калаçрĕ. Кăçал алла аттестат илекенсене экзаменсене ăнăçлă тытма, маллала вĕренсе аслă пĕлÿллĕ специалистсем пулма ырă сунчĕ.

Тĕл пулу уявĕ ташă картинче малалла тăсăлчĕ.