Акци иртрĕ

О.Копташкина

Хĕл каçма ăшă еннелле вĕçсе кайман, хамăр тăрăхра юлакан кайăк нумай. Уйрăмах сивĕ кунсенче апат тупма çăмăл мар. Çавна шута илсе Асанкасси вăтам шкулĕнче кашни çулах «Кайăксене пулăшар!» акци ирттереççĕ.

Акă кăçал та кĕçĕн классенче вĕренекенсем сырăшсем турĕç, выставка йĕркелерĕç. Ачасем вĕсене тĕрлĕ тавар курупкисенчен, хăма татăкĕсенчен, строительство ĕçĕнчен юлнă ытти татăк-кĕсĕксенчен ăсталарĕç.

Жюри членĕсем сырăшсемпе паллашса çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: чи пултаруллисем пĕрремĕшсемпе иккĕмĕшсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 4-мĕш тата 3-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем тухрĕç.

Жюри членĕсем Илья Калашниковăн (1-мĕш класс), Женя Герасимовăн (2-мĕш класс), Володя Владимировăн, Виталий Школьниковăн, Виктория Калашникован (тăваттăшĕ те 4-мĕш класра вĕренеççĕ) сырăшĕсем лайăх пулнине палăртрĕç. З.Н.Бурмакова, Т.В.Салаева, О.Н.Копташкина класс ертÿçисем ачасене хавхалантарса пычĕç.

Сырăшсене шкул картишĕнчи тата çывăхри йывăçсем çине çакрăмăр. Вĕренекенсем унта тăтăшах кайăксем валли апат хураççĕ.

Çуркунне пирĕн шкул садĕнче хурт-кăпшанкă пулмасса шанас килет.