Паян – чăваш чĕлхи кунĕ

Кăçалхипе   20 – мĕш хут пĕтĕм чăваш халăхĕ  тăван чĕлхе  кунне анлăн паллă тăвать.Шкулта çак ятпа ирех илемлĕ чаваш юррисем шăраннине итлесе киленме май пулчĕ. Галина  Николаевна Чумакова учитель, информаци кунне шута илсе,   уроксем пуçланиччен актовăй залра 5-11 классенче вĕренекенсене «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» электронлă пособипе паллаштарчĕ.

                Мероприятие пухăннисене ачасем хатĕрленĕ альбомсем, рефератсем, стена хаçачĕсем питĕ килĕшрĕç. Вĕренекенсем Патриархăмăр çинчен мĕн пĕлнине аса илчĕç, çав вăхăтрах нумай çĕннине пĕлчĕç. Класс тулашĕнчи ĕçе  ирттерекенсем  ака уйăхĕн 25- мĕшĕ чăн-чăн уяв пултăр тесе  чунтан тăрăшрĕç.