Ака уйăхĕн 26 – мĕшĕнче пуçламăш класри ачасем ялти библиотекăра пулчĕç. Надежда Васильевна Козлова библиотекарь ачасене икĕ презентаципе паллаштарчĕ («Чĕлхеçĕм, эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ», «Ман тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи»). Ачасем чăваш чĕлхи пирки, чăвашсен çи-пуçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки нумай пĕлчĕç.