Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я. Яковлева тата Чăваш чĕлхи куне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» 15-мĕш республика конкурсĕн 2 – мĕш тапхăрне пирĕн шкултан 9 – мĕш класра вĕренекен Ксения Белова хутшăнчĕ. «Пурнăç – илемлĕ» калав çырса вăл паянхи çемьери хутшăнусене уçса пама тăрăшрĕ. Мĕнле йывăр пулсан та тĕп сăнар йывăрлăхсене чăтса ирттерет. Пурнăç вăл илемлĕ, ăна хаклама пĕлмелле текен тĕп шухăшпа вĕçлет хăй хайлавне çамрăк автор.
Ульяновск облаçĕнчен, Тутар республикинчен килнĕ шкул ачисемпе те паллашма питĕ кăмалла пулчĕ. 190 çамрăк çыравçă çак конкурса хутшăннă. Ксения Белова проза секцийĕнче хăйĕн ĕçне хÿтĕлесе хавхалантару хутне , «Тантăш» хаçат Хисеп грамотине
илме тивĕçрĕ. Анатолий Смолин поэт хĕр ачана ăшшăн саламларĕ.
К.Белова Шупашкартан çунатланса таврăнчĕ. Малашне те хайлавсем çырас тĕллевлĕ вăл.