Класс ертÿçи Людмила Алексеевна Катмакова тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Галина Николаевна Чумакова ертсе пынипе пиллĕкмĕшсем Йĕпреçри музея çитсе курчĕç. Экскурси «Аваллăх çулĕпе» темăпа иртрĕ. Тăван ен культури урокĕсенче илекен пĕлÿпе çеç çырлахас мар терĕç ачасем, куçпа курни – аванрах.
Тăван халăхăмăрăн культури çав тери пуян та иксĕлми пулнине çамрăк ăру музея çитсенех туйса илчĕç. Мăн асаттесемпе мăн асаннесен пурнăçĕ пĕртте çăмăл пулман пулин те, вĕсем тем туса та ĕлкĕрнĕ: пир-авăр тĕртнĕ, чăпта çапнă, тĕрленĕ, савăт – сапа тунă т.ыт. те.
Экскурси ирттерни кăçал пирĕн çĕр-шывра Раççĕй аççей историйĕн çулталăкĕ пулнипе те тачă çыхăнса тăрать. Музей, Йĕпреç посёлокĕ шкул ачисене питĕ килĕшрĕç.