Уçă уроксенче

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.Н. Чумаковăпа Е.М. Яндрова педагогсем Иван Яковлева халалласа 8-9 -мĕш классенче уçă уроксем ирттерчĕç.

                Халăхăмăра  çутта кăлараканăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем паянхи кун та витĕмлĕ. Тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентессине; унăн пуянлăхне, илемне курма,  туйма хăнăхтарассине тĕпе хурса ĕçлерĕç вĕрентекенсем. Уроксенче ачасем уйрăмах  вайă евĕр ирттернĕ конкурссенче хастар пулчĕç. Аня Степановăна  (8 кл), сăмахран çăвă пăхмасăр илемлĕ калассипе тантăшĕсенчен никам та  çитекен пулмарĕ. Тăххăрмĕшсенчен чăваш чĕлхи эрудичĕ ята Дима Катмаков тивĕçрĕ.