"Каçал Ен" |
|
Этемлĕх мĕн сĕм авалтан çÿл тÿпери çăлтăрсем çине пăхса хăйне телей, тивлет кÿрекенни пур тесе шухăшланă. Çав вăхăтрах çак пĕчĕк çеç пăнчăсенче темле вăрттăнлăх пытаннине шанса, ĕненсе пурăннă. Ахальтен мар Алтăр Çăлтăр, Кĕвенте Çăлтăр, Çурçĕр, Шурăмпуç çăлтăрĕсем текен ятсем çуралнă. Çĕр çинче пурăнакансене вĕсем ĕмĕр-ĕмĕр сÿнмесĕр каçсерен куç хупмалла вылянăн туйăнаççĕ. Асамлăх тĕнчин çăлтăрĕсене пулах мĕн чухлĕ сăвă-юрă хывăнман-ши тата! Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхсем «çăлтăр» сăмахпа анлă усă кураççĕ. Кремль çăлтăрĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Ылтăн Çăлтăр» медаль, погонсем çинчи çăлтăрсем е тата эстрада çăлтăрĕсем тенин пĕлтерĕшĕсем кашни çыншăнах паллă. Пĕр-пĕр ĕçре чапа тухнисене те çак илемлĕ сăмахпа хисеплессине ырламалла çеç. Пурнăçра хăй вырăнне тупнă çынсене эпир пысăка хурса хаклатпăр. Чунпа килĕштерсе суйласа илнĕ профессие алла илни çеç мар, çак ĕçре чылай çул вăй хурса чыс-хисеп çĕнсе илни — чăн-чăн телей, савăнăçпа мăнаçлăх палли. Çак тивлет пурнăçа савакансене, ун илемне туякансене ытларах пырса тивет. Ун пеккисене эпир юратса та ăмсанса çутă çăлтăр айĕнче çуралнă тетпĕр. Шăпах çакăн пек çын тесе шутлатăп эпĕ Альбина Ивановна Копташкина пирки. 39 çул ĕнтĕ вăл Асанкасси вăтам шкулĕнче çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас тесе тăрăшать. Пултаруллă, ырă кăмăллă педагога шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем питĕ хисеплеççĕ. Математика вăл — наукăсен патши. Унăн кăткăс вăрттăнлăхĕсене пур вĕренекен патне те çитерес тесен нумай тар юхтармалла, унсăрăн ача-пăчан ăна пĕлес туртăмĕ сÿнсе ларма пултарать. Вĕрентекенĕн ăсталăхĕ, тавра курăмĕ, тыткаларăшĕ — пурте-пурте тивĕçлĕ шайра пулмалла. Паллах, çакна лайăх ăнланнăран А.И. Копташкина педагогăн ĕçĕ-хĕлĕ кал-кал пырать. Халĕ вăл чăвашла аванах калаçма вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Асанкассине вырăс хĕрĕ 1974 çулта И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн направленипе ĕçлеме килнĕ. Вăл вăхăтра ку яла асфальт çул пулманран автобус çÿремен, çавăнпах çамрăк специалист тăван енне — Етĕрне тăрăхне — сайра хутра çеç кайса килме пултарнă. Хăйĕн вара виçĕ çул ĕçлесе татсанах кунтан каяс текен шухăш пуçра пулнă. Шкул çурчĕсем уйрăмшарăн тĕрлĕ вырăнта ларни, ачасен йышĕ классенче вăтăртан та иртни, учительсем çитменни сахал мар чăрмав кăларса тăратнă (ун чухне асанкассисем 600 ытла ача кунсерен пĕлÿ илме çÿренĕ). Чипер те ăслă, ырă пикене вырăнти каччăсем куç хывмасăр тăма пултарайман паллах. Альăн çамрăк чĕри вара Юрий Моисеевич Копташкин юратăвне хирĕç тăма пултарайман, кĕçех вĕсем мăшăрланса пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса малалла утма пикеннĕ. Ывăлпа хĕр çуралса ÿснине те сиссе юлаймарăмăр теççĕ вĕсем. Вăхăт шав сиккипе малаллах вирхĕнет иккен. Халĕ акă мăнукĕ пĕрремĕш çул парта хушшине ларчĕ. Юрий Моисеевич, шкулта вăй хураканскер, мăшăрне яланах пулăшса хавхалантарса пыма пултарнă. Тăрăшуллă çамрăк хĕрарăма 1982 çулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Хăйне шанса панă тивĕçе Альбина Ивановна паянхи кун та тулли кăмăлпа пурнăçласа пырать. Ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: мĕн чухлĕ лăпкăлăх, ырăлăх хуçаланать унра! Аслă юлташăмăртан, ĕçтешĕмĕртен, наставникран вĕренмелли чăннипех те нумай. Хăйне тытма пĕлни, кашни сăмаха шухăшласа калаçни, яланах пулăшма хатĕрри ыттисене те çапла пулма хистет. Хисеп хучĕсен шучĕ пысăк пулнине, аслă категориллĕ учитель ятне, «Россия Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» палла вăл чăннипех те тивĕçлипе илме пултарнă. Малашне те çакăн пек хастарлăх ан чактăр, чир-чĕр мĕнне ан пĕлĕр — ыттисем вара хăйсемех пулĕç. Хамăрăн хисеплĕ çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа çапла калатпăр: «Сирĕн çăлтăр тÿпере нихçан ан сÿнтĕр. Хăвăр та çăлтăр евĕр çутатса йăлтăртатса тăрăр». |