Профсоюз членĕсем ăмăртрĕç

"Каçал Ен"

Иртнĕ вырсарни кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренÿ сферинче ĕçлекенсем шашкăлла выляса тупăшрĕç. Ăмăртура пурĕ 22 команда вăй виçрĕ.

Чи малтанах 70 ытла спортсмена саламласа район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов, районти вĕренÿ тытăмĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ А.Яковлев ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн ĕçченĕсем кăна хутшăнмарĕç. «Лейсан» ача садĕнче (Урмаел) тăрăшакансем вара кăçал пĕрремĕш хут хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Хĕрÿ тупăшура «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн команди (Е.Тихонов, В.Борисов тата М.Задонова) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшсем — Хиртиявăшсем (Т.Васильева, А.Давыдов тата Н.Яковлев). Асанкасси вăтам шкулĕнче ĕçлекенсем (Ю.Копташкин, А.Таркин тата Е.Лазарева) вара виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Çĕнтерÿçĕ-командăсем кубоксене, Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç.