Кĕрешÿçĕсем вăйĕсене виçрĕç

"Каçал Ен"
М.Илларионова.

Иртнĕ шăмат кун, раштавăн 8-мĕшĕнче, Асанкассинче Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Кăçал вăл 23-мĕш хут пулчĕ. Ăна çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, спортпа физкультурăна хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелерĕç Асанкассисем.

Ăмăртура Аслă Чурачăк, Тукай Мишер, Урмаел, Комсомольски 1-мĕш вăтам тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем вăйĕсене виçрĕç. Çавăн пекех Канаш, Патăрьел, Йĕпреç, Елчĕк районĕсенчен те спортсменсем килчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Александр Капитонов, Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, «Асаново» ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Семенов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Геннадий Петухов вĕрентекен тата ыттисем ăнăçу сунчĕç.

Кĕрешÿ кавирĕ çине пурĕ 98 ача тухрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре 35 килограмлисем хушшинче Илназ Айзатуллова, Алексей Миллина (иккĕшĕ те Патăрьелсем) тата Леонид Андреева (Канаш) çитекенни пулмарĕ. 38 килограмм виçеллĕ кĕрешÿçĕсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Патăрьел районĕн спортсменĕсем Александр Ивановпа Анатолий Чиркин йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна Канаш район спортсменĕ Алексей Платонов тухрĕ.

42 килограмлисенчен пĕрремĕш вырăна Асанкасси шкулĕнче пĕлÿ пухакан Александр Яковлев çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ильнур Камалюковпа (Урмаел) Эльмир Яфизов (Патăрьел) тивĕçрĕç.

46 килограмлă пăхаттирсем хушшинче те кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Александр Чашкинпа Азат Юнусов (иккĕшĕ те Патăрьел) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Асанкасси ялĕнче пурăнакан Дмитрий Яндров иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

50 тата 54 килограмм виçеллисенчен Стас Григорьевпа (Аслă Чурачăк) Алексей Федулов (Йĕпреç) — пĕрремĕш, Владимир Ивановпа (Канаш) Сергей Мезеветов (Патăрьел) — иккĕмĕш, Денис Останинпа (Канаш) Геннадий Школьников (Асанкасси) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

58 килограмлă виçере 9 спортсмен кĕрешрĕ. Никита Федоров (Йĕпреç) — пĕрремĕш, Ярослав Логиновпа Ильнар Шарафутдинов (Патăрьелсем) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

63 килограмлисенчен пĕрремĕш вырăна Патăрьел каччи Андрей Порфирьев алăран вĕçерт-мерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вячеслав Калашниковпа (Асанкасси) Владимир Никифоров (Канаш) тивĕçрĕç.

Кăçалхи ăмăртăва Геннадий Петуховпа Валерий Денисов тренерсем аван хатĕрленнĕ. Вĕсен воспитанникĕсем — Райăпа Снежана Школьниковăсем (Асанкасси), Александра Чебаникапа Екатерина Никифорова (Анат Тимĕрчкасси) кĕрешĕве илем кÿчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç.

Мероприятире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тренерта тăрăшакан Василий Крас- новпа курса калаçрăм. «Юлашки вăхăтра ачасем компьютер, телевизор умĕнче ытларах ларни сисчĕвлентерет. Паянхи кун çамрăк ăрăва спорта явăçтарма пурте çителĕклĕ. Вĕсен сывлăхне çирĕплетмелли мелсемпе майсем шыратпăр. Анчах та вĕрентекенрен кăна мар, ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет», — терĕ спорт ветеранĕ.

Юлашкинчен çакна каламалла: иртнĕ çул ăмăртура районти шкулсенче вĕренекенсем малти 14 вырăна йышăннă пулсан, кăçал вара çĕнтерÿçĕсен шутĕнче вĕсем икĕ хут сахалрах. Апла пулсан физкультура предметне вĕрентекенсен, тренерсен çанă тавăрса ĕçлемелли пурах.