Анне пулма çăмăл-и?

"Каçал Ен"

Çут тĕнчере чи хаклă, çывăх, юратнă çын кам тесе ыйтсан, кашни ача пĕр тăхтаса тăмасăрах «анне» тесе каланинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Анне — пурнăç парнелесе лăпка-лăпка ÿстерекен, кирлĕ вăхăтра канаш-сĕнÿпе хавхалантаракан... Вăл хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕç, çуса тасатнă кĕпе-йĕм, çыхнă ăшă тумтир пулнине эпир хăнăхса çитнĕ те яланах çапла пулмалла тесе шутлатпăр. Ир-ирех тăрса выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма, ачисене тирпейлесе шкула кăларса яма та ĕлкĕрет-çке анне. Çав вăхăтра хăйĕн те ĕçе тухса кайма вăхăт çитет.

Кирек мĕнле профессире вăй хуракан аннесен пурин те пĕртен-пĕр тĕллев — хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратасси, телейлĕ тăвасси.

Акă мĕнлерех хаклаççĕ çывăх та юратнă çыннисене Асанкасси вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен-сем:

Наташа Храмова: «Манăн анне — Галина Витальевна — нумай çул Хырхĕрри тĕп шкулĕнче учительте вăй хурать. Пуçламăш класс ачисене вĕрентме унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Мĕн кăна шутласа кăлармасть-ши вăл тинтерех парта хушшине ларнă шăпăрлансем валли! Нумай-нумай сăвă-юрă, вăйă-ташă пĕлни ăна ĕçĕнче питĕ кирлĕ. Шкултан вăл ывăнса таврăннине эпир чухлатпăр, çавăнпах пултарнă таран пулăшма тăрăшатпăр. Пÿрт-çурта тирпейлессине, чашăк-тирĕк çăвассине йăмăкпа иксĕмĕр хамăр çине илтĕмĕр. Атте вара картишĕнчи ĕçсене пуçтарать. Куншăн анне, паллах, хĕпĕртет. Анне пулма пĕртте çăмăл мар иккен».

Настя Михайлова: «Пирĕн анне — маншăн чăн-чăн идеал. Елена Александровна тесе хисеплеççĕ ăна. Кÿршĕ ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшаканскер, чирлисен сывлăхне çеç мар, сыввисенне те тĕрĕслесех тăрать. Хăйĕн йăлтăр куллипе, ырă кăмăлĕпе, ăшă сăмахĕсемпе тата ылтăн аллисемпе вăл тем те тума пултарать. Аннене пулах çук кăмăл та тупăнать. Эпир ăна, виçĕ хĕрĕ, питĕ-питĕ юрататпăр».

Женя Терентьев: «Пирĕн çемьере виçĕ ача. Эпĕ — асли. Йăмăк пĕрремĕш класа çÿрет. Анне вара çулталăк та тултарайман пĕчĕк шăллăма пăхать. Шкултан таврăнсан ку ĕçе эпир те хутшăнатпăр. Аннен пушă вăхăт çукпа пĕрех.

Вăл пирĕншĕн кулянать, пăшăрханать, савăнать. Ачисем çирĕп сывлăхлă пулччăр тесе чунтан тăрăшать. Аннене упрасси, хисеплесси, юратасси кашни ачан пĕрремĕш вырăнти тивĕçĕ тесе шутлатăп. Чăн-чăн анне пулма питĕ йывăр, мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ».

Анне çинчен ыррăн калакан сăмахсенчен, ачасен юратăвĕнчен, хисепĕнчен хаклă парне çукрах пек туйăнать маншăн. Çакна тума вара ачамăрсене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса, вĕрентсе пымалла. Вăхăт иртнĕçемĕн мĕн акнине хамăрах вырса илетпĕр-çке кайран. Тухăçĕпе вара пурин те савăнмалла пултăрччĕ.