"Каçал Ен" |
Юпан 1-мĕшĕнче Асанкасси вăтам шкулĕн акт залне чылай çул ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем хăйсен уявне пуçтарăнчĕç. Çак куна вĕсем ахальтен кĕтмеççĕ. Пĕр-пĕрне курса калаçни мĕне тăрать. Сÿтсе явмалли те сахал мар иккен. Ватăсене хисеплесе, сума суса уяв ирттерессине «Асаново» ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Карпов пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку ырă йăлана тытса пынишĕн ял çыннисем питĕ кăмăллă. Паянхи кун та кооперативра вăй хуракансене — Лев Павлов, Василий Белков, Тамара Петухова пенсионерсене — Александр Бахтеров премипе хавхалантарчĕ. Уява пуçтарăннисене пурне те ăшшăн тав турĕ. Асанкассисене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ М. Афанасьев килсе çитни ватăсене тата та хăпартлантарчĕ. Михаил Романович район ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, хальхи вăхăтри тĕллевлĕ программăсемпе ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кăтартрĕ. Аслă ăрурисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Уявра ялти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ савăк кăмăл парнелерĕ. Елена Маштанова, Римма Горбунова, Таня Белова тата ыттисем шăрантаракан юрă-кĕвĕ чуна тыткăнларĕ. Ушкăнпа сĕтел хушшине ларса ватăсем тутлă апат-çимĕçпе хăналаннă май калаçăва малалла тăсрĕç. Хăйсене çапла хисепленишĕн чунтан савăнчĕç. |