Тăван ен культурине вĕрентекен Людмила Алексеевна Катмакова тата класс ертÿçи Ирина Александровна Долгова ертсе пынипе ака уйăхĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче çиччĕмĕшсемпе пиллĕкмĕшсем Йĕпреçри музея çитсе курчĕç. Экскурси «Аваллăх çулĕпе» темăпа иртрĕ. Тăван ен культури урокĕсенче илекен пĕлÿпе çеç çырлахас мар терĕç ачасем, куçпа курни – аванрах.
Тăван халăхăмăрăн культури çав тери пуян та иксĕлми пулнине çамрăк ăру музея çитсенех туйса илчĕç. Мăн асаттесемпе мăн асаннесен пурнăçĕ пĕртте çăмăл пулман пулин те, вĕсем тем туса та ĕлкĕрнĕ: пир-авăр тĕртнĕ, чăпта çапнă, тĕрленĕ, савăт – сапа тунă т.ыт. те.
Авалхи пурнăçпа паллашнисĕр пуçне вĕренекенсем Йĕпреç тăрăхĕн паттăрĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç. Кунтах кайăксен выставкине те курса киленчĕç.
Музей, Йĕпреç посёлокĕ шкул ачисене питĕ килĕшрĕç.