Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа  шкулта    чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Пĕрремĕш кунах вĕренекенсем литература композицийĕпе паллашрĕç. Аслă класра пĕлÿ пухакан Настя Козловăпа Мария Михайлова Патриархăмăр кун-çулĕ çинчен каласа пачĕç. Çиччĕмĕшсем вара тăван чĕлхе  ячěпе илемлĕ сăвăсем янраттарчĕç. Уйрăмах Райăпа Снежана Школьниковăсем, Лида Прокопьева, Наташа Ильина, Люда Суюкова, Мальвина Карсунова вĕренекенсем   чăваш чĕлхи учителĕ Галина Николаевна Чумакова ертсе пынипе   хайлавсене  пăхмасăр ăста калама хăнăхса çитнĕ.

 Тăхтавсем вăхăтĕнче шкул ачисемпе вĕрентекенсем   «И.Я. Яковлев – 165 çулта» ятпа хатĕрленĕ кĕнекесен куравĕ умěнчен татăлмарěç.