«Чăваш тĕнчин мифологийĕ» куравра

Ака уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче тăван ен культурине вĕрентекен Катмакова Л.А. тата класс ертÿçи Чумакова Г.Н. ертсе пынипе Асанкасси вăтам шкулĕн çиччĕмĕш класс ачисем Каçалти «Çĕр тата çынсем» музейĕнче йĕркеленĕ «Чăваш тĕнчин мифологийĕ» курава çитсе курчĕç. Кунта вĕсем Владимир Петрович Галошевăн картинисемпе паллашрĕç. Пур ĕçĕ те чăваш тĕнчин мифĕсемпе çыхăннă. Вĕренекенсем ÿкерчĕкĕсенче Улăп паттăр, Чике старик, Аслати, Пихампар, Пÿлĕхçĕ тата ытти сăнарсене те курма пултарчĕç. Тĕнче мĕнле пуçланса кайни, аталанни çинчен каласа панине çиччĕмĕшсем тимлĕ итлерĕç. В.П. Галошев картинăсем тăрăх хатĕрленĕ «Чăваш тĕнчи» анимациллĕ фильм шкул ачисен кăмăлне кайрĕ.