И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури эрни пуçланчĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Чумакова Галина Николаевна уçрĕ. Вăл ачасене эрне хушшинче тумалли ĕҫсен планĕпе паллаштарчĕ. Ака уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар пулĕҫ.