Чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе, улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă.
Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченĕсем И.Я.Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă.
И.Я.Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем «Чӑваш Улӑпӗ» вӑйӑ ирттерчӗҫ. Класри ачасем «Ӑраскал» тата «Хунав» ушкӑнсене уйрӑлса тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Вӑйӑра «Ӑраскал» ушкӑн ҫӗнтерӱҫӗ ятне тивӗҫрӗ.