Кашни çулах ака уйӑхĕн 29-мĕшĕнче эпир Чӑваш Республикин Патшалӑх символĕсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Ку вӑл республикăра пурӑнакан чӑвашсемпе ытти халӑхсен пĕр шухӑшлӑхне сӑнарлакан çутӑ уяв.
Ака уйӑхĕн 21-мĕшĕнче Асанкасси вăтам шкулĕнче тăван ен культурине вĕрентекен Л.А.Катмакова 6-7 класс ачисемпе «Патшалăх символĕсем – чăваш халăхĕн мухтавĕ» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Ачасем Чӑваш Республикин гербĕпе, ялавĕпе тата гимнĕпе тĕплĕн паллашрĕç, вĕсен авторĕсене те аса илчĕç. Чăваш Енĕн гимне юрласа урока вĕçлерĕç.
Патшалӑх символĕсем чӑваш халӑхĕн аваллӑхĕ, хальхи пурнӑҫĕ тата пуласлӑхĕ çинчен пĕлме пулӑшаççĕ. Çитĕнекен ӑру хӑй çуралнӑ çĕр-шывӑн гербне, гимне тата ялавне сума суни питех те пысӑк пĕлтерĕшлĕ.