«Чăваш Республикине пĕлетĕн-и?» вăйă

Асанкассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литературине, тăван ен  культурине сума

суса чылай ӗҫ туса ирттерчĕҫ. 8-мӗш класс ачисем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Чăваш Республикине пĕлетĕн-и?» вăйăра тӗрӗслерӗҫ.

Вӑйӑра Герасимов Данилпа Митюков Даниилăн ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Герасимов Данил çĕнсе илчĕ.