Чӑваш чӗлхипе литература, тăван ен культури эрнине пĕтĕмлетрĕҫ

Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче,Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ. Чумакова Г.Н. вĕрентекен ертсе пынипе 9-10-мĕш класс ачисем чӑваш чӗлхине сума суса литература композицийĕ хатĕрленĕ.

Асанкассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та ҫак кун чӑваш чӗлхипе литература, тăван ен культури эрнине пĕтĕмлетрĕҫ. Тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернĕ мероприятисене хастар хутшăннă ачасене чысларĕҫ.