Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне А. Артемьевăн „Çăкăр хакĕ” повеçĕнчен илнĕ. Текста Çĕнĕ Шупашкар хулин 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ильина Оксана Разиновна вуларĕ.
Асанкасси вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те диктант ҫырма кăмăл турĕҫ. Çыракансем тимлесе ĕçлерĕç. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.