Нарăсăн 14-мĕшĕнче Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта район шайĕнчи «Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс пулса иртрĕ. Чăн-чăн уяв пулчĕ ку районти чăваш чăлхипе литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн.
Уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи С.Г.Индюкова уçрĕ. Вăл чăваш сăмахне юратакансене уяв ячĕпе саламларĕ. Районти чи маттур та пултаруллă ачасем пуçтарăннăшăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Пурне те конкурсра ăнăçу сунчĕ.
Асанкасси вăтам шкулӗнче 5-мӗш класра вĕренекен Маша Чумакова те конкурсра пултарулăхпа палăрчĕ. Вӑл «Чи лайăх сăвă вулакан» номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Маттур, Маша ! Малашне те ăнăçу сунатпăр.