Пуш уйӑхӗн 31- мӗшӗнче 1 класс ачисемпе уҫӑ урок иртрӗ. Вӗрентекен В.Сухомлинский ҫырнӑ «Ҁичӗ хӗр» калава суйласа илни те ахаль мар. Класс тулашӗнчи вулав урокне Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Вӗренекенсем хайлаври ӗҫ-пулӑмсене хак пачӗҫ, сӑнарсене тишкерчӗҫ, сӑнарпа сӑнара танлаштарса танлаштаруллӑ характеристика турӗҫ. «Ырӑ ӗҫ тунӑ чухне нумай калаҫмаҫҫӗ. Хӑв аннӱне мӗнле юратнине сӑмахпа мар, ӗҫпе кӑтартма тӑрӑшмалла»,- пӗтӗмлетсе хӑварчӗҫ пӗрремӗшсем.
Пухӑннисем О.Н. Копташкина вӗрентекен уҫӑ урока паянхи ҫӗнӗ технологипе усӑ курса, методика тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗҫ. Уҫӑ урокпа хӑнасем те, вӗренекенсем те, ашшӗ-амӑшӗ те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.