Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайĕнчи конкурс иртрě. Çак кунсенче конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем паллă пулчĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче кěçěн классене вĕрентекен Копташкина Оксана Николаевна «Чăваш чĕлхипе литература вулавĕн кĕçĕн классенчи урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире çěнтерÿçě ята, чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Чумакова Галина Николаевна «Амăшĕпе Ашшĕне халалланă урок, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире 3-мěш вырăна тивěçрěç.
Вěрентекенсене саламлатпăр! Ҫитĕнÿсем сунатпăр!