Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, тунти кун, чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин эрнелĕхне уҫрӑмӑр. 10-мӗш класра вӗренекенсем тӑван чӗлхе историйӗпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, Чумакова Г.Н., эрнелӗхӗн планӗпе паллаштарчӗ.
13.00 сехетре вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшӑнчӗҫ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси..
Акцие 15 ҫын хутшӑнчӗ.