Тăван чěлхем! Таса чěлхем,
Парсам пăлхавлă чунăма,
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирěк-çутăрах çунма.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, юн кун, шкул ачисемпе вĕрентекенсем вулавӑша пухăнчĕç. Кунта паян чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин эрнелĕхне малалла тăсса 1-8- мĕш класра вĕренекенсем «Чи ҫепӗҫ чӗлхемӗр ячӗпе» илемлӗ сӑвӑ вулакансен конкурсне хутшӑнчӗҫ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланса тупӑшрӗҫ. 1-мӗш ушкӑнра 1-4- мӗш, 2-мӗш ушкӑнра 5-8- мӗш класра вӗренекенсем пулчӗҫ.
1-мӗш ушкӑнра: 1-мӗш вырӑна Васильева Ирина, Филиппова Юлия (4- мӗш класс), 2-мӗш вырӑна Пикеев Константин (1-мӗш класс), Катмаков Георгий (2-мӗш класс), 3-мӗш вырӑна Калюкова Елена, Яковлева Даша (3- мӗш класс) тивӗҫрӗҫ.
2-мӗш ушкӑнра: 1-мӗш вырӑна Чумакова Мария (5-мӗш класс), 2-мӗш вырӑна Герасимова Марина (7-мӗш класс), 3-мӗш вырӑна Иванова Ирина (5-мӗш класс) тивӗҫрӗҫ.
Ача садне ҫӱрекенсем те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Пикеева Рита К.Ивановӑн «Сентти», Демьянов Александр А.Ӗҫхӗлӗн «Анне» сӑввипе паллаштарчӗҫ.
Маттурсем! Малашлне те ӑнӑҫусем сунатпӑр!