Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур. Пирӗн те, чӑвашсен, патшалӑх гербӗсем сĕм авалтанах пулнӑ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вĕсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫне, культурине, ӑс – хакӑлне сӑнласа параҫҫӗ. Ялав, герб тата гимн – Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсем. Вӗсене 1992 ҫулта республикӑн Аслӑ Канашӗ ҫирӗплетнӗренпе 25 çул çитрĕ.
Хальхи Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ геральдика хӳтлӗхӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта – «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента, вӗҫӗнче хӑмла ӳкерчӗкӗ.
Патшалӑх ялавӗ тӳр кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти сарӑ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем. Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс. Сарӑ тӗс хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.
Ялавпа гербӑн авторӗ, чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи - Элли Михайлович Юрьев.
Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.
Ака уйӑхӗн 29 – мӗшӗнче 5-мӗш класра вĕренекенсене тӑван патшалӑх символӗсене хисеплеме, вӑл Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн патриотла тивӗҫӗ пулнине ӑнлантарас тӗллевпе «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем» уҫӑ урок ирттертӗмӗр. Чи малтанах ачасене «Чӑваш Республики» темӑпа хатӗрленӗ видероликсемпе, презентаципе паллаштартӑмӑр. Урока пӗтӗмлетсе викторина ирттертӗмӗр. Ачасем пурте тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ.