Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, шăмат кун, шкул ачисемпе вĕрентекенсем актовăй залра пухăнчĕç. Кунта паян чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин эрнелĕхне малалла тăсса 2-11- мĕш класра вĕренекенсем савӑнӑҫлӑ уяв йӗркелерӗҫ. 7-мӗш класра вӗренекенсем К.Ивановӑн« Икĕ хĕр» юмахне выляса пачĕç. 5-мӗш класра вӗренекен Иванова Иринӑпа Маштанова Анна хăйсене сцена çинче чăн – чăн артист пек тытрĕç. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем те хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Çак мероприяти ачасемшĕн интереслĕ те вĕрентÿллĕ пулчĕ пуль тесе шутлатпăр.
<< Фотоотчет>>