Асанкасси вӑтам шкулĕнчи волонтерсем ял тӑрӑхӗнчи палӑксене йӗркене кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ачасене шаннӑ ӗҫ кӑткӑсах мар. Эрнере пӗрре вӗсен палӑк тавралли юра тасатмалла.
Нумаях пулмасть ку ӗҫе пиллĕкмӗш, улттӑмĕш класра вĕренекенсем тухнӑ. Вӗсем палӑк тавра тултарса лартнӑ юра тасатнӑ.