Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.
Апрелӗн 25-мӗшӗнче Асанкасси вӑтам шкулӗнче те кашни ҫулах пысӑк уяв. Паян та, аслă вĕрентекенĕн пурнӑçӗпе пултаруллӑхĕ çинчен чӑваш чӗлхи вĕрентекенӗ Максимова З.Н. каласа пачӗ.