Кашни патшалăхăнах хăйěн символěсем пур. Вěсен шутне герб, ялав тата гимн кěреççě. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççě, вěсен элеменчěсем халăх пурнăçěн тата ăс-хакăлěн енěсене çутатса параççě. Чăваш Республикин символěсене республикăн Аслă Канашě 1992 çулхи ака уйăхěн 29-мěшěнче çирěплетнě.
Ака уйăхěн 26-мěшěнче 5-мěш класра тăван патшалăх символěсене хисеплениЧăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн патриотла тивěçě пулнине ăнлантарас тěллевпе «Чăваш Республикин патшалăх символěсем» уçă урок иртрě. Чи малтанах тăван ен культури вěрентекенěачасене патшалăх символěсем çинчен тěплěн каласа пачě, презентаципе,видероликсемпепаллаштарчě. Урока пěтěмлетсе Катмакова Л.А. викторина ирттерчě.