Асанкасси вӑтам шкулĕнчи волонтерсем ял тӑрӑхӗнчи палӑксене йӗркене кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть çиччӗмӗш класра вĕренекенсем палӑк тавра пуçтарӑнчӗç. Шаннӑ чечексене тӑпӑлтарчӗç, çум курӑкран тасатчӗç, тюльпан суханӗсене лартса хӑварчӗç.