Чÿк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 7-мĕш класс ачисем класс сехетĕнче спорт çинчен калаçрĕç. «Сывлăхран хакли нимĕн те çук», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе килĕшмеллех пулĕ.«Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть», - çакăн пек сăмахпа пуçларĕ класс ертÿçи. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла. Тĕрлĕ секцисене çÿремелле. Ҫиччӗмӗш класри ачасем волейбол тата кĕрешес енĕпе секцисене çÿреççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсем те йышaнаççĕ. |