Декабрĕн 13-мĕшĕнче Аслă Чурачăк культура çуртĕнче районти пултарулăх ушкăнĕсен «Ача-пăча сасси» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл хăй тавра ача-пăчасене пиллĕкмĕш хут пуçтарчĕ.
Ууявра районти ачасен 40 коллективĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекенсем те куракансене юрлас, ташлас тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляса ăсталăхĕсемпе тыткăнларĕç. «Кашни ача паха йышши чул пекех хăйне евĕрлĕ çутатать. Фестиваль хыççăн тата та вăйлăрах çутатма пуçлаччăр пултаруллă ачасем».
Конкурс, çамрăксен пултарулăхне малалла аталантарнипе пĕрлех, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет. Сцена çинче чăваш, тутар тата вырăс халăх юррисемпе ташă кĕввисем янăрарĕç. Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри хак пачĕ. Чи лайăх та пултаруллă ушкăнсене Дипломсем парса чысларĕç.
Фестиваль-конкурса Асанкасси вăтам шкулен ике ушкане хутшанче.Кесен сулхи шкул ачиисен ушканесем хушшинче 4 классем III меш, ертюси- Портнова Г.А.,ватам сулхи ушкансем хушшинче 6 меш классем II.меш выран йышанса Дипломсене тивесрес, ертюси- Салаева Т.В.