Ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ–2019» акци иртрӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси…Кӑҫал Владислав Николаев тексчĕпе çыртăмăр. Текста журналист тата çыравҫӑ чăвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ.
Эпир те, Асанкасси вӑтам шкулĕнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем çак акцие хутшӑнса хамӑр чӑваш чӗлхине мӗнле пӗлнине тӗрӗслес терӗмӗр. Диктант тексчӗ пире питӗ килӗшрӗ. Халӗ чӑтӑмсӑррӑн ӗҫсене хакласса кӗтетпӗр.