Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасенчен чылайăшĕ технологи кружокне çÿресе куллен-кун хăйсен ăсталăхне  туптаççĕ.  Кунта мĕн кăна ăсталамаççĕ пулĕ вĕсем: хут-çĕленсен, ракетăсен, автомашинăсен, суднăсен, карапсен тата  ытти тĕрлĕрен техникăн моделĕсене те. Ăсталаççĕ кăна мар, çав модельсемпе республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса кашнинче тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пыракан уйăхсенче апрель — май/ республикăра çÿлерех асăннă модельсемпе ăмăртусем тăтăшах иртрĕç. Акă, апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта ачасен «Кванториум» технопаркĕнче  карапсен моделĕсемпе  черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Çак модельсен тĕрлĕ класĕсенче  Асанкасси шкулĕн çичĕ çамрăкран тăракан команди шкул чысне кăна мар, район чысне те хÿтĕлерĕ. Георгий Катмаковпа Тимофей Таркин 4-мĕш класра , Антон Степанов 6-мĕш, Даниил Маргиданов 6-мĕш, Станислав  Чижиков, Дмитрий Герасимов, Алексей Языков 7-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç ачасем   çак ăмăртусенчен. Республика шайĕнче шкул                              команди пиллĕкмĕш вырăн йышăннипе савăнмалла             çеç.

Автомоделистсем – виççĕмĕшсем

Çак модельсемпе ăмăртусем Çĕнĕ Шупашкарти                19-мĕш вăтам шкулта апрелĕн 30-мĕшĕнче иртрĕç. Кунта та ачасем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Автомобильсемпе Даниил Маргидановпа 6-мĕш класс, Алексей Языков 7-мĕш класс 2-мĕшсем пулчĕç, Борис Маштановпа Станислав Чижиков иккĕшĕ те 7-мĕш класс 3-мĕш вырăнсене хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Команда вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Республикăри çарпа воспитани «Юнитэкс» центрĕ ачасене хавхалантарса çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.

Пурте – пĕрремĕш

Майăн 7-мĕшĕнче вара Асанкасси ачисем Шуршăл ялĕнче пулчĕç. Кунта А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа  90 çул çитнине халалласа ачасем хăйсем ăсталанă ракета моделĕсене тÿпере вĕçтерсе ăсталăхне кăтартса пачĕç.  Командăра виççĕн: Даниил Маргиданов, Дмитрий Герасимов, Станислав Чижиков. Виççĕшĕ те  — пĕрремĕш призерсем пулса тăчĕç.