Ҫеҫпӗл Мишши- 120 ҫул тултарчӗ

ҪеҫпӗлМишши- 120 ҫул тултарчӗ.

Ҫак уява тивӗҫлипе паллӑ тума тӑрӑшрӑмӑр. 5-9 классенче вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн Культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах вӗсем кӗнеке выставкипе паллашрӗҫ. Поэтӑн пурнӑҫ ҫулӗпе утса тухма ачасене Максимова З.Н. хавхалантарчӗ. Вӑл ытларах поэт ачалӑх ӗҫинче чарӑнса тӑчӗ, унӑн ҫырас ӑсталӑхне пысӑка хурса хакларӗ. Калаҫӑ вай ӗркелеме презентаци те пулӑшрӗ. Ҫеҫпӗл сӑввисене ачасем хавхаланса вуларӗҫ. Уйрӑмах ҫак вӗренекенсене палӑртаскилет: Коля Герасимова, Ирина Копташкинна, МашаЧумаковӑна, Юля Филипповӑна, Эльвира Демьяновӑна.