Ҫӗнтерӳ уявӗ 75 ҫул ҫитнине халалласа

Ҫӗнтерӳ  уявӗ    75 ҫул  ҫитнине  халалласа 7 класра  вӗренекенсем  тӗрлӗ мероприятисем  ирттерме  палӑртнӑ.   Ҫак  кунсенче  Леонид  Агаковӑн «Ылтӑн  вӑчӑра»  повеҫӗ  тӑрӑх  вулакансен  конференцийӗ  иртрӗ.  Ачасем  произведенири  сӑнарсене  тӗплӗн  уҫса  пачӗҫ.   Вӑрҫӑ  хӑрушлӑхӗ  пирки  калаҫрӗҫ, ҫӗнтерӗве  ҫывхартассишӗн  пынӑ  кӗрешӳре  ачасен  те   тӳпи  пысӑк  пулнине  палӑртрӗҫ.   Ирина Васильева,  Эльвира Демьянова,  Настя Козлова,  Юля Филиппова уйрӑмах  хастар  пулчӗҫ.