Кăрлач уйӑхӗн 31- мӗшӗнче 1 класс ачисемпе уҫӑ урок иртрӗ. Вӗренекенсем В.Сухомлинский ҫырнӑ «Ҁичӗ хӗр» калавпа паллашрĕç.
Ачасем хайлаври ӗҫ-пулӑмсене хак пачӗҫ, сӑнарсене тишкерчӗҫ, сӑнарпа сӑнара танлаштарса танлаштаруллӑ характеристика турӗҫ. «Ырӑ ӗҫ тунӑ чухне нумай калаҫмаҫҫӗ. Хӑв аннӱне мӗнле юратнине сӑмахпа мар, ӗҫпе кӑтартма тӑрӑшмалла»,- пӗтӗмлетсе хӑварчӗҫ пӗрремӗшсем.
Пухӑннисем А.Н.Калюкова вӗрентекен уҫӑ урока паянхи ҫӗнӗ технологипе усӑ курса, методика тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗҫ. Уҫӑ урокпа хӑнасем те, вӗренекенсем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.