«Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле»

 

Чаршав уçăлсан асам пуçланать...

 Кĕçĕн классен эрнине халалласа «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» ятпа инсценировкăсен уявĕ иртрĕ.

Чаршав уçăлсан асам пуçланнине  пуçламăш  класра вĕренекенсем  çирĕплетсе пачĕç. Уйрăмах виççĕмĕш классем лартнă «Чечеклĕ кăмпа», тăваттăмĕшсен «Тилĕпе мулкач» юмахĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.

Сценкăсем  лартас ĕç малалла пурнăçланасса, çĕнĕрен те çĕнĕ талантсем çуталасса шанатпăр.