Пуш уйӑхӗн 16- мӗшӗнче 1 класс ачисемпе уҫӑ урок иртрӗ. Урока вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем килчĕç.
Вӗренекенсем В.Сухомлинский ҫырнӑ «Ҁичӗ хӗр» калавпа паллашрĕç.Ачасем хайлаври ӗҫ-пулӑмсене хак пачӗҫ, сӑнарсене тишкерчӗҫ, сӑнарпа сӑнара танлаштарса танлаштаруллӑ характеристика турӗҫ. «Ырӑ ӗҫ тунӑ чухне нумай калаҫмаҫҫӗ. Хӑв аннӱне мӗнле юратнине сӑмахпа мар, ӗҫпе кӑтартма тӑрӑшмалла»,- пӗтӗмлетсе хӑварчӗҫ пӗрремӗшсем.
Пухӑннисем А.Н.Калюкова вӗрентекен уҫӑ урока паянхи ҫӗнӗ технологипе усӑ курса, методика тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗҫ. Уҫӑ урокпа хӑнасем те, вӗренекенсем те кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Юлашкинчен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.