Пултаруллă та ĕçчен, ăслă та хÿхĕм хĕрсем «Чăваш пики» конкурсра тупăшрĕç. Унта 5 пике хутшăнчĕ.
Конкурс фойеренех пуҫланчӗ. Кунта чаплӑ ресторантинчен те тутлӑрах, техӗмлӗрех шӑршӑ тӑчӗ. Мӗнле кӑна тутлӑ чӑваш апачӗ янтӑламан-ши пикесем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан хӗрсем жюри пайташӗсене хӑйсем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен пуян чӑваш чӗлхипе каласа пачӗҫ.
Асанкасси культура çурчӗн ертÿçи Маштанова Е.А. илемлӗх ӑмӑртӑвӗ пуҫланнине пӗлтерсе пурне те саламларӗ, хӗрсене вара ӑнӑҫу сунчӗ.
Пикесен илемлӗх ӑмӑртӑвӗ чӑннипех те илемлӗ те пуян пулчӗ: илемлӗн сцена тӑрӑх утасси, куракансене хӑйсемпе паллаштарасси, пултарулӑха тата ӑс -тӑна тӗрӗслес конкурссем куракансемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулчӗҫ, хӗрсем ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине кӑтартса пачӗҫ.
Тӳресем баллсене шутласан Ирина Иванова «Чăваш пики -2021» диплома тивĕçни паллă пулчĕ. Ирина ҫакнашкал маттур пулни, культура патне туртӑнни пирӗн пуласлӑх, малашлӑх ҫутӑ пулнине тепӗр хут кӑтартса парса савӑнтарчӗ.
«Ăста пике» ята Эльвира Демьянова тивӗҫрӗ, «Хÿхӗм пике» – Екатерина Прокопьева, «Ӗчен пике»- Виктория Алиева, «епӗ пике»- Светлана Михайлова.