Петӗр Хусанкай-чӑваш поэзийӗн улӑпӗ.
Хусанкай вӑл - чӑваш кӑмӑлӗ, йыхравӗ, ялавӗ. Хусанкай вӑл- кирек хӑҫан та аслӑ
Хусанкай. (Илпек Микулайӗ).
2022 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче чӑваш халӑх
поэчӗ П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет. Ҫак куна халалласа Асанкасси
вӑтам шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсем вулавӑша пуҫтарӑнчӗҫ. Унта вӗсем поэт
сӑввисене вуларӗҫ. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ, анчах та ун ятне никам
та манмасть. Эпир, чӑвашсем, хамӑрӑн ҫакӑн пек чаплӑ сӑвӑҫ пулнишӗн
мухтанатпӑр.