Чӑвашӑмсем! Сире телей сунатӑп,
Ан сивӗнӗр тӑван чӗлхемӗртен.
Мансан - чӗлхесӗр янавар пулатпӑр.
Чӗлхе пулсан - пӗтместпӗр
ӗмӗрне!..
(Раиса Сарпи)
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван
чӗлхе кунӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пур халӑхӑн та хӑйӗн чӗлхи пур. Кашни ача мӗн
пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе тӗнчене курма, ӑнланма вӗренет. Ӑна эпир атте-анне чӗлхи
тетпӗр. Чӗлхесене сыхласа хӑварас, вӗсене ҫухалма парас мар тӗллевпе
ирттерме йышӑннӑ та ҫак уява.
Халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ И. Я. Яковлев
пуласлӑх ҫыннисене тӑван чӗлхемӗре упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫапла ҫеҫ чӑваш
чӗлхи ыттисенчен кая пулмӗ тенӗ вӑл. Пирӗн тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи. Вӑл
тӗнчери чи ҫепӗҫ чӗлхесен шутне кӗрет.
Асанкасси вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче
вӗренекенсем тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Чумакова Г. Н. вулавӑша
пуҫтарӑнчӗҫ. "Асанне арчи" урок ирттерчӗҫ. Ачасем урокра тӑван чӗлхе
ҫинчен калакан сӑвӑсене вуларӗҫ, ваттисен сӑмахӗсемпе паллашрӗҫ, грамматика
вӑййисене вылярӗҫ. Тӑван чӗлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси
вӗсенчен килнине палӑртрӗҫ.