«Чăвашла уяв янратăр!» конкурса пĕтĕмлетрĕҫ

«Чăвашла уяв янратăр!» конкурса пĕтĕмлетрĕҫ



Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2021 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ: Чăваш енĕн мухтава тивĕçнĕ çыннисене халалланă чăвашла мероприятисен сценарийĕсене пуçтарасси, вĕрентекенсен паха опытне сарасси, кулленхи ĕçне çăмăллатма çителĕклĕ чухлĕ чăвашла уяв сценарийĕ пуçтарасси пулчĕ.

Конкурса мухтава тивĕçнĕ ентешсене халалланă чăвашла мероприятисен сценарийĕсене виçĕ номинаципе йышăннă: «Класс сехечĕн сценарийĕ», «Уроксем хыççăнхи мероприятисен сценарийĕ», «Ача садĕнче ирттермелли уяв сценарийĕ».

Конкурса пурĕ 174 сценари килнĕ. Пирӗн шкулта кĕçĕн классене вӗрентекен Копташкина Оксана Николаевна призер пулса тăнă.

Оксана Николаевнăна конкурса хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр!

Источник: Катмакова Л.А.