«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту

«Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту



Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхин илемлĕхĕпе асамлăхне туйса илес тĕллевпе 8-мĕш классем хушшинче «Асамлăх тĕнчинче» вăйă-ăмăрту иртрĕ.  Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕсем – тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси, çамрăксене тăван халăхăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси, ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнчен пуçласа хальхи литература аталанăвĕ таранах панă ыйтусем ачасене килĕшрĕç. Тăван чĕлхе ыйтăвĕсене хуравлама пĕлÿ те, ăнкарулăх та кирлĕ пулчĕ. Ăмăртăва тăватă ачаран тăракан икĕ ушкăн хутшăнчĕ. Ушкăнсем малтанах чăвашла ушкăн ятне палăртрĕç, пĕр-пĕрне ăнăçу сунчĕç. Хĕрÿ тупăшура «Ăраскал» ушкăн малти вырăна тухрĕ. Ачасем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç.  


Источник: Чумакова Г.Н.